Ӗҫ кал-кал пырать пулин те кӑлтӑксемсӗр мар

Олег Николаев Вӑрмарта "Колосок" ача садӗнче тата спорт шкулӗнче юсав мӗнле пынипе кӑсӑкланчӗ, футбол уйӗ пулмалли вырӑна та ҫитсе курчӗ.

1978-мӗш ҫулта хута янӑ сатике тӗпрен юсама республика бюджетӗнчен 8 миллион ытла тенкӗ пӑхса хунӑ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗн ертӳҫи Эльвира Васильева каланӑ тӑрӑх, палӑртнӑ ӗҫсен 80 процентне вӗҫленӗ. Ӗҫ графикпе пырать пулин те, республика ертӳҫи самай курӑмлӑ ҫитменлӗхсем асӑрхарӗ. Вӑрмарта ҫавӑн пекех спортсменсем валли футбол уйӗ тӑвасшӑн. Ҫакна валли Чӑваш Ен бюджетӗнчен 30 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑрмарти ача-пӑча спорт шкулӗнче вара хӗрсех юсав пырать. Кунта ҫурт тӑррине тӗпрен ҫӗнетме, спорт залӗнчи урая улӑштарма, пӳлӗмсене юсама палӑртнӑ. 

 

Алиса Александрова, Никита Углев