Ҫуллахи каникулта шкул ачисем республикӑри паллӑ вырӑнсемпе, предприятисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашаҫҫӗ 

Вăхăта усăллă ирттереççĕ, тавракурăмне анлăлатаççĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа шкул ачисен республика тăрăх çуллахи çул çÿреве тухма май пур. Программăпа килĕшÿллĕн вĕсем 38 çĕре çитсе курма пултараççĕ. Вăл шутра ял хуçалăх, промышленноç предприятийĕсем, музейсем, çут çанталăк паркĕпе этнокомплекссем, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем. 

Канаш тӑрӑхӗнчи Сиккассинчи вӑтам шкул ачисем ку программӑпа килӗшӳллӗн хӑйсен тӑрӑхӗнчи предприятисене ҫитсе курчӗҫ. Пӗрремӗш чарӑну - "Пионер" агрофирмӑра. Кунта ачасене хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пачӗҫ. Халӗ вӗлле хурчӗсен хӗрӳ тапхӑр - пыл пуҫтараҫҫӗ. 

Туса илнӗ пыла "Мелилотус" ял хуҫалӑх кооперативӗнче тирпейлеҫҫӗ. Кунта хальхи йышши технологисемпе ӗҫлеҫҫӗ. Пахалӑхлӑ, экологи енчен таса продукци кӑларас енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ. Предприятире 3 цех ӗҫлет. Сменӑра 4 тонна квас, 2 тонна лимонад, вӗсене тултарма полиэтилен савӑт тата сехетре пӗр пин банка пыл хупакан линисем хута янӑ. Унсӑр пуҫне "Мелилотус" тӗрлӗ йышши чей курӑкӗ хатӗрлет. Ачасем кооператив ӗҫӗпе кӑсӑклансах паллашрӗҫ, кунта кӑларакан продукцие ас тивсе пӑхрӗҫ. 

Ҫуллахи ҫул ҫӳревсен программипе килӗшӳллӗн ҫула тухакан ачасем валли ятарлӑ дневник хатӗрленӗ. Ку е вӑл ҫӗре ҫитсе килнӗ хыҫҫӑн ачасене унта пичет лартса параҫҫӗ. 20 ытла вырӑнта пулса курнисене чи хастар ҫул ҫӳревҫӗсен шутне кӗртӗҫ. Вӗсене валли республикӑри паллӑ ҫынсемпе тӗл пулусем йӗркелӗҫ. 

 


Оксана Верликова, Людмила Майкова, Виктор Степанов