Канашри 11-мӗш шкула 63 ҫул каялла хута янӑ. Пӗлӳ ҫуртӗнче 700 ытла вӗренекен ӑс пухать, 34 педагог вӑй хурать. Шкул ҫумӗнчи район пысӑкланса пынӑ май, ачасен шучӗ те ӳсет. Ҫавна май кунта 2 сменӑпа вӗренеҫҫӗ. Шкула юсасса ачасем те, вӗренекенсемпе ашшӗ-амӑшӗ те тахҫантанпах кӗтеҫҫӗ.
Шкулта салтӑнса тӑхӑнмалли вырӑн, акт залӗпе столовӑй пӗчӗккӗ пулни пысӑк чӑрмав кӑларса тӑратать. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, юсав ӗҫӗсене ҫитес вӗренӳ ҫулӗнчи 4-мӗш чӗрӗкре пуҫлама палӑртаҫҫӗ. Унӑн хакӗ 95 миллион тенкӗ ытла. Шкул сӑн-сӑпатне шалтан та тултан та тӗпрен улӑштармалла. Унсӑр пуҫне сӗтел-пуканпа техникӑна, вӗренӳ фондне те ҫӗнетмелле, учительсен ӑсталӑхне ӳстермелле.
Дмитрий Захаров министр шкул ачисемпе, ашшӗ-амӑшӗпе тата учительсемпе тӗл пулнӑ май пулас учрежденин проекчӗпе паллаштарчӗ. Юсав вӑхӑтӗнче ачасем юнашарти 6-мӗшпе 9-мӗш шкулсенче вӗренӗҫ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов