Чӑвашла юрласа-ташласа, сӑвӑ илемлӗ вуласа тупӑшаҫҫӗ

Нарӑс уйӑхӗнче Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан халӑхсем паян 7 пин ытла чӗлхепе усӑ кураҫҫӗ. Чӑвашла калаҫакансем - миллион ытла ҫын. Уява паллӑ тунӑ май Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта "Туслӑх хӗлхемӗ-2023" фестивале уҫрӗҫ. Хӑнасен йышӗнче Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, республикӑри Хӗрарӑмсен Канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева та пулчӗҫ. 

2006-мӗш ҫулта вӑй илнӗ фестиваль кӑҫалхипе 17-мӗш хут иртет. Йӗрке тӑрӑх унта кӗҫӗн классенче вӗренекен пултаруллӑ ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен ӑсталӑхне тӳресем 4 номинацире хаклаҫҫӗ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем чӑвашла юрӑ шӑрантарса, ташласа, сӑвӑ илемлӗ вуласа, сцена ҫинче вӑйӑ кӑтартса тупӑшаҫҫӗ. Пултаруллӑ ачасем пӗрин хыҫҫӑн тепри пӗчченшерӗн те, ушкӑнпа та куракан умне тухрӗҫ. 

"Туслӑх хӗлхемӗ" фестивалӗн вырӑнти тапхӑрне пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ирттерме палӑртнӑ, республика шайӗнчине - ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен. Кӑҫал чӑваш ачисен пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑнас кӑмӑллисен шучӗ тата та ытларах пуласса шанаҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Димитрий Макаров