Кӑҫалхи ҫӑмӑл мар лару-тӑру та чылай тытӑмра хӑйӗн улшӑнӑвне кӗртрӗ. Шкулсемпе аслӑ пӗлӳ заведенийӗсем кӗске вӑхӑтрах инҫет вӗрентӳ мелӗ ҫине куҫрӗҫ. Ҫак ҫӗнӗлӗх студентсене пӗлӳ парассинче начарпа ан палӑртӑр тесе университетра ӗҫлекенсем пахалӑхлӑ лекцисем ирттерме май паракан чылай ресурса тӗпченӗ. Юлашкинчен видеостуди уҫма шутланӑ. Ятарласа хатӗрленӗ пӳлӗмре телесуфлёрлӑ камера, 4 экран, ҫутӑ хатӗрӗсем, проектор тата тӗрлӗ ӗҫ тума май паракан кантӑк евӗр панель вырнаҫтарнӑ.
Алексей Енейкин, Михаил Солин