Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пулас вӗрентекенсен конкурсӗсем иртрӗҫ

Кӑҫал унта студентсемпе пӗрлех пӗррӗмӗш хут шкулсенчи психологипе педагогика класӗсенче вӗренекен ачасем хутшӑнчӗҫ. Тупӑшура мала тухни вӗсене аслӑ шкула вӗренме кӗме пулӑшӗ. 

Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ куҫӑмсӑр майпа иртнӗ. Унта 20 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Финала Шупашкарти, Питӗрти, Ярославльти тата Глазов хулисенчи 10 студент тухнӑ. Пӗр-пӗринпе вӗсем Чӑваш патшалах педагогика университетӗнче иртнӗ тупӑшура паллашрӗҫ. Пулас вӗрентекенсем унта хӑйсен ӑсталӑхне пур енчен кӑтартрӗҫ. Пӗтӗмлетӳ хыҫҫӑн Ярославльти Ушинский ячӗллӗ педагогика университетӗнче ӑс пухакан Карина Федосеева чи нумай паллӑ пухрӗ. Раҫҫейри шкулсенче учитель пулма ӗмӗтленекен ачасем валли психологипе педагогика класӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене ҫӳрекен ачасем хушшинче "Сывлӑх сунатӑп, эпӗ сирӗн ҫӗнӗ учитель" регионсем хушшинчи конкурса пӗтӗмлетрӗҫ.

Алена Артемкина, Екатерина Орлова, Вадим Владимиров