Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче наука кунне паллӑ турӗҫ

Ҫавна май аслӑ шкула республикӑри ҫамрӑк ӑсчахсемпе аспирантсене хӑнана чӗнчӗҫ. Ӑслӑлӑхри ҫитӗнӳсене, учёнӑйсене пулӑшмалли майсене вӗсем Вӗренӳ министрӗпе Дмитрий Захаровпа сӳтсе яврӗҫ. 

Республикӑри аслӑ шкулсенче наука ҫулне такӑрлатакансем мӗн тӗпчесе пӗлнине, мӗнпе палӑрнине ятарлӑ курав каласа кӑтартать. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ шыравҫӑсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗ. Ӑслӑлӑхра ҫитӗнӳ тӑвакан яш-кӗрӗме патшалӑх та тӗрев кӳме тӑрӑшать, - терӗ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров. Тӗпчевсене пурнӑҫа кӗртме грантсем уйӑраҫҫӗ, премисем парса хавхалантараҫҫӗ. Чӑваш Енре ҫамрӑк ӑсчахсемпе аспирантсен конкурсне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Педагогика университетӗнчи вӗрентекенсем кашни ҫулах ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче. Вӗсен ӗҫӗсем Раҫҫей наукинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнасса шанатпӑр, - теҫҫӗ аслӑ ӗҫтешӗсем. 

Екатерина Фомина, Михаил Солин