Ку вӑл Педагогика университетӗнче иртнӗ виҫӗ ҫулта уҫнӑ иккӗмӗш технопарк. Ҫӗннинче 3 лаптӑк пӑхса хунӑ - ӑслӑлӑхпа технологи пӗлевӗн лабораторийӗсем, ҫавӑн пекех вебинарсемпе презентацисем ирттермелли пӳлӗм. "Вӗренӳ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн, тӗрлӗ хатӗр туянма кӑна 20 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Кунта хальхи йышши компьютерcем, лабораторисем, робототехника хатӗрӗ, 3 "Д" принтерсемпе сканерсем, лазерпе касакан станок та вырнаҫтарнӑ.
Техника паркӗ ӑнсӑртран мар психологипе педагогика тата тӗрлӗ предмета вӗрентекенсене хатӗрлекен факультетсен корпусӗнче вырнаҫнӑ. Пысӑк технологиллӗ лаптӑкра тӗрлӗ тӗпчев ӗҫӗ тӑвӗҫ, пултарулӑх проекчӗсем пурнӑҫа кӗртӗҫ ҫамрӑксем. Кунта шкул ачисем те килсе ҫӳреме пултараҫҫӗ. Вӗсемпе студентсемех ӗҫлӗҫ. Пӗлӳ илме малашне татах та ытларах майсем пулчӑр тесе Чӑваш Енпе Марий Эл Вӗренӳ министерствисем тата Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ килӗшӳ алӑ пусрӗҫ. Вӑл икӗ республикӑри аслӑ шкулсене тачӑрах хутшӑнса ӗҫлеме ҫул уҫӗ. Университет педагогӗсем халӗ вӗренӳ прогаммисем хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсем кӳршӗллӗ регионсенчи студентсемпе шкул ачисен кӑна мар, учительсен пӗлӳ шайне те ӳстерме май парӗҫ.
Надежда Александрова, Наталия Егорова, Вадим Владимиров