Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ 90 ҫул тултарчӗ

Ҫак тапхӑрта аслӑ шкулӑн ячӗ темиҫе хут та улшӑннӑ, ҫапах та вӑл ял хуҫалӑхӗ валли пин-пин ӑста специалист хатӗрлеме пӗрре те пӑрахман.

Аслӑ шкул 1931-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ та тепӗр 4 ҫултан унта пӗрремӗш студенсем вӗренсе тухнӑ - 30 зоотехник тата 23 агроном. Унтан ҫамрӑксенчен чылайӑшне Оренбург облаҫӗпе Казахстана ӗҫлеме янӑ. Институт Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче те хупӑнман. Ҫавраҫул ячӗпе Аграри университетӗнче виҫӗ ятарлӑ аудитори уҫрӗҫ. Вӗсенче пулас аграномсемпе ял хуҫалӑх производствин технологӗсем вӗренӗҫ. Класа ҫӗнӗ компьютерсемпе тивӗҫтернӗ. Аслӑ шкулта вӗрентекенсемпе студенсен ҫитӗнӗвӗсемпе кунта йӗркеленӗ куравра паллаштарчӗҫ. Аслӑ шкулта паян 3 пин те 800 ытла ҫамрӑк вӗренет. Ытти ял-хуларан килнӗ ҫамрӑксене пурне те общежитипе тивӗҫтернӗ. 

Алена Артемкина, Лидия Галактионова, Игорь Ульянов