Кӗнекене Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем наукӑра, культурӑра, техникӑра, вӗренӳре тата обществӑлла пурнӑҫра мӗнле йӗр хӑварнине халалланӑ. Хӑтлава шкулсенчи тата аслӑ пӗлӳ учрежденийӗсенчи вӗрентекенсем, методистсемпе культура ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Тӗл пулура кӗнеке кӑларас шухӑш мӗнле ҫуралнине, тӑван тӑрӑхри паллӑ ҫынсемпе ҫӗнӗлле паллаштарни мӗнле витӗм кӳнине сӳтсе яврӗҫ.
Александр Поляков автор кӗнеке валли материала 7 ҫула яхӑн пухнӑ. Икӗ ҫул каялла вӑл хӑй Шупашкарта пулса курнӑ хыҫҫӑн ӑна пичете кӑларасси пирки пӗртте иккӗленмен. Республика тӗп хули ӑна ҫав тери тыткӑнланине пула хӑпартланса пуҫӑннӑ ӗҫе хӑвӑртрах вӗҫлеме шутланӑ вӑл. Кӗнеке ҫамрӑксем валли те, аслӑ ӳсӗмрисем валли те кӑсӑклӑ пулӗ.
"Республикӑпа паллаштаракан ҫул-йӗр букварьне" интернетра тупма пулать. Ҫавӑн пекех ӑна Мускаври паллӑ библиотекӑсене те ӑсатнӑ.
Оксана Верликова, Александр Никифоров








