Чӑваш Енри пур шкулта "Директорпа ирхи апат" ҫӗнӗ проект пурнӑҫланать

Унпа килӗшӳллӗн ашшӗ-амӑшӗ пӗлӳ учрежденинчи яваплӑ специалистсемпе пӗрле ачасене вӗри апатпа мӗнле тивӗҫтернине тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫӗнӗ проект пӗлтерӗшӗпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер шкулӗнче кӑсӑкланчӗ. 

Рацион пуян-и? Порцисем йӗркене тивӗҫтереҫҫӗ-и? Пахча-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ-и? Ятӑрлӑ ушкӑн директорпа пӗрле тӗрлӗ ыйтӑва тимлӗх уйӑрать. Столовӑйри тирпей-илеме те, чашӑк-тирӗк тасалӑхне те сӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне Вӑрман-Ҫӗктер шкул столовӑйне тӗпрен юсанӑ, хальхи вӑхӑта тивӗҫтерекен хатӗрсемпе пуянлатнӑ. Таса та ҫутӑ вырӑнта ӗҫлеме те кӑмӑллӑрах, теҫҫӗ кунта тӑрӑшакансем. Кунта 195 вӗренекен ӑс пухать. Ачасем ҫывӑхри 6 ялтан ҫӳреҫҫӗ. Вӗренӳ министерстви шкулти столовӑйсен ӗҫне лайӑхлатас тесе ҫак проекта пуҫарнӑ. 

Елена Дмитриева, Михаил Солин