Чӑваш Енри ашшӗ-амӑшӗ вырӑс чӗлхипе пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗ тытса курчӗ

Акцие пирӗн республика 5-мӗш хут хутшӑнчӗ. Хӑйсен пӗлӗвне шупашкарсем кӑна мар, Ҫӗнӗ Шупашкарта, ҫавӑн пекех Елчӗк, Красноармейски, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем тӗрӗслеме пултарчӗҫ.

Тӗп хулара ашшӗ-амӑшӗ 2-мӗш шкулта пухӑнчӗ. Экзамена кӗриччен пурне те тимӗр шырамалли хатӗрпе тӗрӗслерӗҫ. Класа телефон илсе кӗме юраманнине чылайӑшӗ пӗлет, "ӑслӑ" сехет пирки вара - ҫук. Хӑшӗ-пӗрне кун пирки аса илтермелле пулчӗ. Ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗпе, хальхи программа малтанхинчен улшӑнса тӑрать. Пӗлӗвне тӗрӗслеме килнисене икӗ пӳлӗме уйӑрса лартрӗҫ. Экзамен ҫур сехет ҫеҫ пычӗ. Апла пулин те ку вӑхӑт аслисане хӑйсене вӗренекен вырӑнӗнче туйса илме ҫителӗклӗ пулчӗ. 

 

Вероника Павлова, Владимир Синдеев