Пӗлӳ кунӗ - савӑнӑҫлӑ, ҫав вӑхӑтрах хумхануллӑ уяв. Пӗрремӗш класа каякансемшӗн вӑл уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Вӗсен пурнӑҫӗнче пысӑк тапхӑр пуҫланать. 24-мӗш шкулта кӑҫал виҫӗ пӗрремӗш класс. Пурӗ 82 ача. Пӗлӳ кунӗ Раҫҫей тата Чӑваш патшалӑх ялавӗсене ҫӗкленинчен, гимнсене янратнинчен пуҫланчӗ. Пухӑннисене саламланӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ вӗренӳ тытӑмне патшалӑх енчен пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ. Республикӑра ҫулсерен вуншар шкул тӗпрен ҫӗнелет. Ҫакӑн валли сахал мар укҫа-тенкӗ тӑккалаҫҫӗ. Пӗтӗмпех пӗр тӗллевпе - ачасене аталанма тивӗҫле майсем туса парас тесе. 24-мӗш шкул алӑкӗ те тӗплӗ юсав хыҫҫӑн уҫӑлчӗ.
Чӑваш патшалӑх университетӗнче те уяв патшалӑх ялавӗсене вӗлкӗштернинчен пуҫланчӗ. Кӑҫал аслӑ шкула 4 пин те 500 ҫамрӑк вӗренме кӗнӗ. Вӑл шутран ҫурри - куҫӑм майпа. Студентсен умӗнче кӑсӑклӑ та хаваслӑ самантсемпе пуян вӑхӑт. Вӗсен вӗренӳре те, пултарулӑхра та, обществӑлла ӗҫре те хастар пулма тӑрӑшмалла.
Диана Иванова, Вадим Владимиров