Чӑваш Енре "Вӗренӳпе практика класӗсем" уҫӑлӗҫ

Унта республикӑри шкул ачисем хушма пӗлӳ илме пултараҫҫӗ. Профиллӗ классенче ӑс пухакансем Чӑваш Енри предприятисенче ӑсталӑхне туптӗҫ. 

Ҫак пӗлтерӗшлӗ проекта Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушӑвӗпе Вӗренӳ министерстви пурнӑҫа кӗртет. Унӑн тӗп тӗллевӗ - шкул ачисене килӗшекен специальноҫ алла илме пулӑшасси. Проект тӑрӑх, аслӑ классенче вӗренекенсем республикӑри техникумсемпе университетсенче кӑна мар, ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан предприятисенче те пулса курӗҫ. Ҫапла ҫамрӑксене машин тӑвасси, IT-технологи, агрошкул, электротехника енӗпе анлӑрах пӗлӳ пама палӑртаҫҫӗ. 

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров