Чӑваш Енре вӗренекен 20 пин ачашӑн юлашки шӑнкӑрав янрарӗ

Ҫак пулӑмпа хуласемпе ялсенче савӑнӑҫлӑ линейкӑсем иртрӗҫ. Шупашкарти кадет корпусӗнче вӗренекенсен уявне вара Дмитрий Захаров министр хутшӑнчӗ.

Шупашкарти Атӑл федераци округӗн кадет корпусӗ 2018-мӗш ҫулта уҫӑлнӑ. Кунта пултаруллӑ ачасене 5-мӗш класран пуҫласа вӗрентеҫҫӗ, Раҫҫейӗн сывлӑш-космос ҫарӗн пулас специалисчӗсене хатӗрлеҫҫӗ. Иртнӗ ҫул кунтан вӗренсе тухнисем халӗ пурте ҫӗршыври тӗрлӗ аслӑ шкулсенче пӗлӳ илеҫҫӗ. Кӑҫал 11 класс пӗтерекенсем те пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ. 

Кадетсен пурнӑҫӗ ахаль шкул ачисеннинчен ҫирӗп кун йӗркипе уйрӑлса тӑрать. Плац тӑрӑх утнӑ чух та вӗсем салтак пек тӳрӗ те тӗреклӗ курӑнаҫҫӗ. Юлашки шӑнкӑрав вара ҫамрӑксене ачалӑх хыҫа юлни пирки асӑрхаттарать.

Кадетсем ҫирӗпленнӗ йӑлана пӑхӑнса юлашки шӑнкӑравра ялавпа сывпуллашаҫҫӗ. Тимӗр укҫа тата пуҫӗ ҫинчи карттусӗсене хывса сывлӑша ывӑтаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем вальс ташлаҫҫӗ.

Хӑйсене 7 ҫул таран вӗрентнӗ учительсене хӗрсемпе каччӑсем чечек ҫыххисем парса тав тӑваҫҫӗ. Умра вара ҫамрӑксене экзаменсем кӗтеҫҫӗ. Вӗсене ӑнӑҫлӑ тытса кашни кадет аслӑ шкула кӗме ӗмӗтленет. Пурте тенӗ пекех ҫар тытӑмне суйлаҫҫӗ. 

Кунта паракан свидетельство кадетсене тӗллевлӗ аслӑ шкула кӗнӗ чух хушма балсем парать. Вӗренӳри ҫитӗнӳсем те ҫамрӑксемшӗн самай пысӑк пулӑшу пулмалла. Уявра 3 каччӑ "Чи лайӑх кадет" медале тивӗҫрӗ. Вӗсен ырӑ пуласлӑхӗ никама та иккӗлентермест. 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров