Чӑваш Енре таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитрӗ

Ҫак пулӑма халалласа республикӑра пӗрремӗш хут "Краеведени шкулӗ" ятпа таврапӗлӳҫӗсен тӗлпулӑвӗ иртрӗ. Унта ӑсчахсемпе студентсем, шкулта вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. 

ваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвне шӑп та лӑп пӗр ӗмӗр каялла - 1921-мӗш ҫулта йӗркеленӗ. Анчах та, тепӗр 10 ҫултанах ушкӑн ертӳҫисене репрессилесе салатса янӑ. Тепӗр хут краеведсем вӑрҫӑ хыҫҫӑн кӑна пӗрлешнӗ. Шкулсемпе университетсенче ӗҫлесе тӑван тӑрӑха тӗпченӗ, кӗнекесем кӑларнӑ. 1991-мӗш ҫулта таврапӗлӳҫӗсен ҫӗнелнӗ ушкӑнӗ йӗркеленнӗ. Тӑван тавралӑха тӗпчекенсен йышӗнче тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр-пӗрин пултарулӑхӗпе паллашса паха йышши кӗнекесем ҫыраҫҫӗ. 

Алексей Енейкин, Олег Цыпленков, Василий Дворников