"Бригантина", "Березка", "Волна", "Звездочка", "Янтарный" - фестивале республикӑри сывлӑха ҫирӗплетмелли 8 кану учрежденийӗ хутшӑнать. Уявӑн пӗрремӗш тапхӑрне - вожатӑйсен конкурсне - "Солнышко" центрта ирттерме шутланӑ. Педагогика ушкӑнӗсем спектакльсем, ташӑсем хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех вырӑс юмахӗсем тӑрӑх сценкӑсем лартнӑ. Маларах вара кашни лагерь хӑйӗн символӗпе паллаштарчӗ. Ушкӑнсем "Чӑваш Енри хаваслӑ ҫу кунӗсем" ятпа видеороликсем те хатӗрленӗ. Ку вожатойсен тепӗр конкурсӗ пулчӗ.
Тӳресем чи кӑсӑклӑ номинацисене хак пачӗҫ. Вӑл шутра клипсем, эстрада ташшисем тата литературӑпа музыка хайлавӗсем. Вӗсене Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халалланӑ. Фестиваль вожатӑйсене ҫӗнӗ шухӑшсемпе, тӗллевсемпе пуянлатрӗ. Вӗсем конкурс валли хатӗрленӗ номерсене хӑйсен лагерӗсенче те кӑтартӗҫ. Ҫулла вӗҫлениччен сывлӑха ҫирӗплетмелли центрсенче канакан ачасем те тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнӗҫ.
Диана Иванова, Елена Буинцева, Виктор Степанов