Чӑваш Енре пурӑнакансем вырӑс чӗлхипе Пӗтӗмӗшле диктант ҫырчӗҫ

Республикӑра тӗрӗслев виҫӗ лаптӑкра иртрӗ - Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Наци библиотекинче тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӗвне тӗрӗсленисемпе ҫывӑхрах паллашрӗ. 

Пӗтӗм ҫӗршыври акци Чӑваш Енре 13-мӗш хут иртрӗ. Диктантӑн тӗп тӗллевӗ - вырӑс чӗлхипе кӑсӑкланакансен шутне тата пӗлӳ шайне ӳстересси. Ҫулсерен акци валли ятарласа текст хатӗрлеҫҫӗ. Кӑҫалхи диктант авторӗ - Марина Москвина. Вӑл тӑватӑ пайран тӑракан хайлав ҫырнӑ. Республикӑра пурӑнакансем виҫҫӗмӗш пайӗпе - "Дорога лебедей" ятлипе паллашрӗҫ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче текста республикӑри ҫар ҫемйисен комитечӗн ертӳҫи Ольга Владимирова вуларӗ. 

Ҫулсерен акцие хутшӑнакансен шучӗ ӳссех пырать. Пӗр лаптӑкра ҫак кун тӗрлӗ ӳсӗмри тата профессири ҫынсем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем хушшинче кашни ҫулах акцие хутшӑнакансем те, пӗрремӗш хут ҫыракансем те пулчӗҫ. 

Кӑҫал диктанта ҫӗр чӑмӑрӗ ҫичи 6 континентра, 50 ҫӗршыври 80 хулара пурӑнакансем ҫырма кӑмӑл тунӑ. Вӑл шутра Китай, Индонези, Ирланди, Камбоджа, Марокко тата ытти ҫӗршывсенче те. 

Оксана Верликова, Лидия Галактионова, Михаил Солин