Чӑваш Енре ӗҫлӗ ҫӳрӗвпе Раҫҫей Патшалӑх Думин председателӗн ҫумӗ Анна Кузнецова пулчӗ

Вӑл ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ, Ҫемье ҫулталӑкне уҫма хутшӑнчӗ. Унсӑр пуҫне хӑна Шупашкарти 5-мӗш гимназин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ.

Сумлӑ хӑнана чи малтанах гимназирен вӗренсе тухнӑ паллӑ ҫынсем пирки каласа кӑтартрӗҫ. Тулли информаци интерактивлӑ хӑма ҫинче тухса тӑрать. Анна Кузнецова унтан ачасене вӗри апатпа тивӗҫтерессине мӗнле йӗркеленипе паллашрӗ. Кунти столовӑйӗнче 12 куна палӑртнӑ менюпе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗренекенсем суйлама та пултараҫҫӗ. Ачасене 2 хут: ирхине тата кӑнтӑрла апатлантараҫҫӗ. Тулли куна юлакансене кахал апачӗпе тивӗҫтереҫҫӗ. Меню пуян: тӗрлӗ пӑтӑ, яшка, пулӑ-какай, катлет, салат. Ҫавӑн пекех тӑпӑрчӑ хӑпартни, пиҫнӗ пан улми, пӳремеч. Ачасене вӗри апатпа тивӗҫтерессишӗн "Центр" пӗрлешӳ яваплӑ. Апат-ҫимӗҫ пахалӑхне ашшӗ-амӑшӗ тӗрӗслесех тӑрать.

столовӑйра "Блокада ҫӑкӑрӗ" музей кӗтесӗ те йӗркеленӗ. Вӑл ачасене ҫӑкӑра хисеплемелли ҫинчен аса илтерет. Гимназире апат-ҫимӗҫ лабораторийӗ те пур. 9-мӗшпе 11-мӗш классенче вӗренекенсем хӑнасене тӗрлӗ сыр тата пылак ҫимӗҫ хатӗрленипе паллаштарчӗҫ. Ачасем 3 уйӑх Аграри университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Унсӑр пуҫне Анна Кузнецова шкул завочӗн цехӗсенче пулса курчӗ. Ҫӗвӗ мастерскойӗнче ӗҫ вӗрет. Хӗрсем минтер ҫитти ҫӗлеҫҫӗ, ӑна чӑваш эрешӗпе илемлетеҫҫӗ. Анна Юрьевна хӑй те ҫӗвӗ машини умне ларса пӑхрӗ. Юнашар вара "Атӑл" шырав клубне ҫӳрекенсем хӳтӗлев карри ҫыхаҫҫӗ.

Анна Кузнецова ҫӳреве пӗтӗмлетесе гимнази хӑйӗн тивӗҫне туллин пурнӑҫланине палӑртрӗ. Ачасем пӗлӳ илнипе пӗрлех тӗрлӗ енлӗ аталанаҫҫӗ. Кунта республикӑшӑн тата ҫӗршывшӑн усӑллӑ граждансем ҫитӗнеҫҫӗ, терӗ.

Диана Иванова, Вадим Владимиров.