Чӑваш Енре чи пысӑк ача сачӗсенчен пӗрне туса пӗтернӗпе пӗрех

Вӑл Шупашкарти "Ҫӗнӗ хула" микрорайонта вырнаҫнӑ. Сатик 340 ачана йышӑнма пултарӗ. 

Ҫурта хӑйнеевӗрлӗ проектпа тунӑ, вӑл хӑнӑхнӑ сатиксенчен самай уйрӑлса тӑрать. Ҫакна строительство ӗҫӗ мӗнле пынине паллашма килнисем те палӑртрӗҫ. Подрядчиксем пӗлтӗрнӗ тӑрӑх, кун пекки Раҫҫейӗпе те ҫук. Дизайнӗ шал енчен те, тулашӗнчен те тӗлӗнмелле.

Кӗтесӗсене ҫавракалатнӑ ҫурт 2 блокран тӑрать. Сатикра физкультурӑпа музыка залӗсем пулӗҫ, ӑслӑлӑх тата ал ӗҫӗн центрӗсем. Ачасене 15 ушкӑнра йышӑнӗҫ. Вӗсенчен 2-шӗ - сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшакраххисем валли. "Сатиксенче бассейн тӑвасси йӑлана кӗрсе пырать, эпир вара проекта хӑйӑрпа пылчӑк пӳлӗмне те кӗртес терӗмӗр. Ҫакӑ пӗчӗккисене килӗшетех. Аялти тум вӗҫҫӗнех вӗсем темӗн те пӗр ӑсталама пултарӗҫ", - тесе ӑнлантарчӗҫ ӗҫе хаклакансене. Ачасем кун каҫакан пӳлӗмсем валли лӑпкӑ тӗссем суйлани те пӗлтерӗшлӗ, урайсем ӑшӑ пулӗҫ. 2022-мӗш ҫулта сатик тума контракт алӑ пуснӑ, паянхи кун мӗн палӑртнине вӗҫленӗпе пӗрех. 

Микрорайонта пурӑнакансем валли лайӑх хыпар тата пур. Кӗҫех шкул умӗнхи тепӗр учреждени проектне хатӗрлесе ҫитермелле. 2026-мӗш ҫул вӗҫнелле 180 ачана йышӑнмалла. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров