Чӑваш Енре ҫӗкленекен виҫӗ шкула "ПроШкола" пӗрлешӳн тӗп директорӗ Алиса Денисова ҫитсе курчӗ

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Кӳкеҫре хӑпартакан вӗренӳ заведенисене концесси мелӗпе - патшалӑх тата уйрӑм инвестор хутшӑннипе тӑваҫҫӗ. Виҫӗ объекта та ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтермелле. Ачасем вара парта хушшине ҫитес ҫул лармалла. 

Кӳкеҫри шкул 825 ача вырнаҫмалӑх пулать. Поселокра пурӑнакансем ӑна питӗ кӗтеҫҫӗ. Хальлӗхе ачасем икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ. Паянхи куна Кӳкеҫре икӗ шкул. Ку - виҫҫӗмӗш пулӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ заведенийӗнче икӗ спорт залӗ, акт залӗ, столовӑй, 2 стадион пӑхса хунӑ. Объект 70 процент хатӗр. Кунта куллен 200 ытла рабочи ӗҫлет.

Подрядчик шкула чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтерес тӗллевлӗ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти "Хӗвеллӗ" микрорайонти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенче те ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Графикпе ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ, проектпа смета докуменчӗсеме ҫеҫ хӑшпӗр ҫитменлӗхсем пур. Ҫапах та вӗсене пӗтерессипе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ, терӗ Алиса Денисова. "ПроШкола" пӗрлешӗве калӑпӑшлӑ строительствӑна уйрӑм ҫынсен укҫине явӑҫтарас, ҫапла бюджет укҫи-тенкине перекетлес тӗллевпе йӗркеленӗ. Концессин тӗп условийӗ - объектсене 2024-мӗш ҫул вӗҫлениччен хута ямалла

Чӑваш Республикин Раҫҫей президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Алексей Ладыков ҫак тӗллеве пурнӑҫлама шантарчӗ. Ҫитес ҫул вӗренӳ лицензине илсе авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ачасем шкула вӗренме каяссине пӗлтерчӗ. Шантарнине тӳрре кӑларас тесен ҫанӑ тавӑрса вӑй хумалла. Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул та хальлӗхе 70 процент хатӗр. 

"ПроШкола" тӗп директорӗ Алиса Денисова та ӗҫсем мӗнле пынине асӑрхасах тӑрӗ. Чӑваш Ене тӗрӗслевпе вӑл тепре раштав уйӑхӗнче килес тӗллевлӗ. 

Надежда Александрова, Вероника Павлова, Михаил Солин