Ку ача сачӗ пӗрре мар хула тата республика шайӗнчи конкурссенче палӑрнӑ. Шкул ҫулне ҫитичченхи пӗлӳ учрежденийӗ тӗрлӗ ҫӗнӗлӗхе пурнӑҫа кӗртекен лаптӑк пулса тӑнӑ. Вӗренӳпе воспитани меслечӗсемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата ытти хӑнасем паллашрӗҫ. Ачана пӗр ӗҫпе нумайлӑха кӑсӑклантарасси питӗ йывӑр. Кунта вара вӗсем 780-ӑн. 202-мӗш ача-пӑча сатӗнче кашниех хӑйне килӗшекен заняти тупма пултарать. Хӑйнеевӗрлӗ кружоксене 28 ушкӑнри пур ача та ҫӳрет. Агролабораторинче шӑпӑрлансене пахча-ҫимӗҫ ӳстерес ӗҫе явӑҫтараҫҫӗ. Унӑр пуҫне тӑмпа, йывӑҫпа ӗҫлемелли пӳлӗмсем, хальхи хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ кухня пур. Ҫавӑн пекех вӗсем мультфильмсем ӳкерме хӑнӑхаҫҫӗ. "Ачалӑх азбуки" сатикре тӑван чӗлхепе наци культурине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кунта чӑваш чӗлхине вӗренме тӗрлӗ пособипе, ӗҫ тетрачӗсемпе, интерактивлӑ вӑйӑ хатӗрӗсемпе усӑ кураҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗ тӗлне республикӑри ытти шкул ҫулне ҫитичченхи учрежденисенче те ҫакнашкал пособисем пулӗҫ. 202-мӗш сатик пуриншӗн те тӗслӗхлӗ шутланать. Юлашки вӑхӑтра республикӑри ытти сатиксенче те агролабораторисем йӗркелеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ачасене пӗчӗкренех тӑван чӗлхепе культурӑна хисеплеме вӗрентеҫҫӗ.
Диана Иванова, Елена Буинцева, Димитрий Макаров