Чӑваш Ен ачасен куҫӗпе

Вӗсем мӗн пӗчӗкрен историе тӗпчеҫҫӗ, тӑван республикӑпа тӗп хулана чунтан юратнине пӗлтереҫҫӗ. Сӑмах "Чӑваш Ен ачасен куҫӗпе" конкурса хутшӑнакансем пирки. Пултарулӑх тупӑшӑвне 70 ытла сатике явӑҫтарнӑ. Ачасем Чӑваш Енри тата Шупашкарти паллӑ вырӑнсем, сумлӑ ентешсем ҫинчен видеороликсем хатӗрленӗ. 

у конкурса тӗп хула администрацийӗн Вӗренӳ управленийӗ пӗрремӗш хут ирттернӗ. Апла пулин те унта хутшӑнас текен йышлӑ пулнӑ. Тӳресем 72 ӗҫ пӑхса тухнӑ. Чи лайӑх 7 ушкӑн Оперӑпа балет театрӗнче пухӑннисене хайсен роликӗсемпе паллаштарчӗ. Пултарулӑх ӗҫне ачасемпе сатиксенче тӑрӑшакансем тата ашшӗ-амӑшӗ хастар хутшӑннӑ. Пур ролик те пысӑк пахалӑхлӑ та тарӑн шухӑшлӑ пулса тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна 203-мӗш ача сачӗн ушкӑнӗ йышӑнчӗ. 204-мӗшсем - иккӗмӗш. Пӗрремӗш вырӑна вара 113-мӗш ача сачӗ тухрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева саламларӗ. Ку конкурс пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине, ӑна кашни ҫул ирттермеллине палӑртрӗ. 

Надежда Александрова, Святослав Петров