Чӑваш чӗлхи вӗрентекен чи ӑста педагог Муркаш районӗнче ӗҫлет

Ҫак ята Вӗренӳ министерстви йӗркеленӗ пултарулӑх тупӑшӑвӗнче мала тухса Мӑн Сӗнтӗр шкулӗнчи Надежда Варюхина ҫӗнсе илнӗ.

Надежда Варюхина вӗрентекен профессине мӗн пӗчӗкренех килӗштернӗ. Чӑвашла вулама, сӑвӑсем шӑрҫалама юратаканскер шкул пӗтерсен педагог специалноҫне алла илнӗ. Надежда Владимировна 20 ҫул ытла ачасемпе ӗҫлет. Ун патӗнче ӑс пухакансем тӑтӑшах тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтереҫҫӗ. Вӑл ҫитӗнекен ӑрӑва чӑн малтан хӑй ырӑ тӗслӗх кӑтартать - пӗлӗвне ӳстерсех тӑрать, уроксене яланах кӑсӑклӑ ирттерме тӑрӑшать. Тӑван чӗлхе вӗрентекенсен конкурсне Надежда Варюхина иккӗмӗш хут хутшӑннӑ. 

 

Елена Дмитриева, Михаил Солин