Чӑваш чӗлхи учителӗсем инҫет вӗренӗве пӗтӗмлетрӗҫ

Интернетра учительсем валли тӗрлӗ вӗренӳ майӗ туллиех. Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем валли вара - ҫук.

Ҫак ӗҫе тӑвассине Ҫӗрпу районӗнчи  Михайловкӑри шкул директорӗ Владимир Андреев йӗркеленӗ. Сӑмах май вӑл ютубра "Шкул ТВ" канал ертсе пырать. Унта вӗренӳ учрежденийӗн пурнӑҫӗпе паллаштарса тӑрать. Интернетра чӑваш чӗлхине вӗрентмелли лаптӑк хатӗрлес ӗҫе вӑл 9 ҫул каялла пуҫӑннӑ. Ачасене инҫет майпа пӗлӳ пама тытӑнсан вӑл питӗ вырӑнлӑ пулнӑ. Учительсем инҫет майпа мӗнле вӗрентнине пӗтӗмлетрӗҫ. Ӗҫе йӗркелесе янӑ пулин те йыварлӑхсем пур-ха.

Алена Артемкина, Никита Углев