Чӑваш академи драма театрӗ хӑрушсӑрлӑх йӗркисене аса илтерекен спектакль хатӗрленӗ 

Спектакле республикӑри пӗлӳ учрежденийӗсем ыйтнипе хатӗрленӗ. Пурне те ӑнланмалла пултӑр тесе ансат чӗлхепе усӑ курнӑ. 

Ӗҫ-пуҫ вунӑ ҫулти икӗ хӗрачапа икӗ арҫын ача тавра аталанса пырать. Хваттерте вӑхӑтлӑх ашшӗ - амӑшӗсӗр юлнӑскерсем, вӑйӑсем шутласа кӑлараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах тӗрлӗ пӑтӑрмахлӑ лару-тӑрӑва лекеҫҫӗ. Ачасемшӗн ӑша хывмалли самантсем сахал мар кунта. Килте аслисемсӗр юлсан мӗн асра тытмалла? Ҫавӑн пекех палламан ҫынран пылак кучченеҫ илме юрать-и тата хуҫасӑр япалапа мӗн тумалла? Ку тата ытти ыйтусен хуравне вӑйӑ урлӑ ӑнлантарса параҫҫӗ. Артистсем спектакльпе тӗрлӗ ҫӗре ҫитме пултараҫҫӗ. Ятарлӑ тӗл пулу йӗркелес тесен пӗлӳ учрежденийӗсен театра заявка памалла. 

Леонид Петров