Чӑн-чӑн генералпа паттӑрлӑх урокӗ

Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсен Мускаври "Сыны Отечества" пӗрлешӗвӗ Шупашкарти 40-мӗш шкулта вӗренекенсемпе патриотла тӗлпулу йӗркелерӗ.

Тӗрлӗ ӳсӗмри кадетсем офицерсен умӗнче хӑйсене чӑн-чӑн ҫар ҫынни пек тытаҫҫӗ. Урӑхла пулма та пултараймӗ. Черетлӗ тӗлпулӑва ачасем патне Руслан Феткулин генерал-майор килсе ҫитрӗ. Комсомольски районӗнче ҫурласа ӳснӗ ҫар летчикӗ кадетсене хӑйӗн кун-ҫулӗпе, авиаци ӗҫӗн кӑткӑс саманчӗсемпе паллаштарчӗ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен яланах чӑтӑмлӑ тата тавҫӑруллӑ пулмаллине каларӗ. Ачасем вара Руслан Абзаловича летчик ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем пачӗҫ. Генерал кашнинех тулли хурав пама тӑрӑшрӗ.

Офицерсен "Сыны Отечества" пӗрлешевӗн ертӳҫин ҫумӗ Иван Николаев тата Сергей Исаков подполковник шкул ачисене тӑван ҫӗршыв историне аса илтерчӗҫ. Паянхи куна тӗрӗс хак парас пулсан хамӑрӑн аваллӑха пӗлмеллине палӑртрӗҫ. 

Ҫӗршыва хӗҫ-пӑшалпа кӑна мар, наука пӗлӗвне усӑ курса та хӳтӗлеме пулать. Ҫавӑнпа та кашни ачан мӗн пӗчӗкрен тӑрӑшса вӗренмеллине палӑртрӗҫ офицерсем.

Офицерсем пулас ҫар ҫыннисене кирлӗ паха сӗнӳ-канашсӑр пуҫне парнесем те парса хӑвараҫҫӗ. Патриотла ӗҫпе тухса ҫӳреме вӗсене "Регион историйӗ - Раҫҫей историйӗн пайӗ" ятлӑ проектпа ҫӗнсе илнӗ президент фончӗн гранчӗ пулӑшать. Ҫакӑн пек паттӑрлӑх урокӗсене вара ачасем яланлӑхах ас туса юлаҫҫӗ. 

Алексей Енейкин, Святослав Петров