Ҫӗршыв шайӗнчи "Профессионалитет" проекта пурнӑҫлама вӗренӳ учрежденийӗ 100 миллионпа танлашакан гранта тивӗҫнӗ. Регион уйӑракан тата ытти укҫапа пӗрле пысӑк ӗҫе хывмалли виҫе 140 миллион тенкӗпе танлашмалла. Пирӗн республика малтисен йышӗнче 2022-мӗш ҫултах ҫак программӑна кӗнӗ. Кӑҫал "Профессионалитет" конкурсра тӗп хулари экономикӑпа технологи колледжӗ те ҫӗнтернӗ. Йӗрке тӑрӑх, строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ проекта пурнӑҫлама хулари предприятисене явӑҫтарнӑ. Вӗсем - 7. Дмитрий Захаров палӑртнӑ тӑрӑх, программӑна хутшӑнакан кашни енӗ хӑйшӗн усӑллине тупма пултарӗ. Вӗренӳпе производство ушкӑнне йӗркелесе яма пӳлӗмсене юсаса, кирлӗ оборудовани туянса, брендпа килӗшӳллӗ туса проект ыйтнине тивӗҫтерӗҫ. Педагогсене ятарлӑ курссенче хушма пӗлӳ парӗҫ. Студентсене предриятири специалистсене явӑҫтарса ку е вӑл профессине тӗплӗн вӗрентӗҫ. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем шанчӑклӑ, тарӑн пӗлӳллӗ рабочисене йышӑнма пултарӗҫ. Техникумпа халиччен те тачӑ ҫыхӑнура тӑнӑ "Т-Плюс" компанин Марий Элти тата Чӑваш Енри филиалӗ проекта пысӑк шанӑҫпа кӗрет.
Тӗпрен илсен, предприятисем проекта хутшӑнса хӑйсем валли ҫамрӑк, пысӑк шанӑҫ паракан, тӑрӑшуллӑ, ҫирӗп тӗллевлӗ, ӗҫ меслетне аван пӗлекен специалистсене техникум лапамӗнче хӑйсемех хатӗрлеҫҫӗ. Сӑмах май, халӗ вӗренӳ учрежденийӗсенче йышӑну кампанийӗ пырать. Строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумне вӗренме кӗрес текен те йышлӑ.
Йышӑну комиссийӗ ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшчен ӗҫлет. 15-мӗшӗнче вӗренме кӗнисен ячӗсем паллӑ пулӗҫ.
Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова