Канаш ҫӗрӗнче кун пек шайри тӗл пулу халиччен иртмен тесен те йӑнӑш пулмӗ. Ӑна Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалларӗҫ. Николай Гаврилов генерал - лейтенантпа пӗрле тӗрлӗ вӑхӑтра хӗрӳ вырӑнсенче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ ветерансем килсе ҫитрӗҫ. Алексей Романов полковник Афганистан вӑрҫине тата 2001-2011-мӗш ҫулсенче Ҫурҫӗр Кавказра пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин "Вымпел" ятарлӑ подразделенин командирӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Руслан Нальгиев милици капитанӗ вара Ингушетире йӗрке хуралӗнче тӑнӑ. Террористсемпе экстремистсене хирӗҫ кӗрешнӗ. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ летчикӗ Владимир Алимов Чернобыльти атом электростанцинче пулнӑ аварие пӗтернӗ ҫӗрте пысӑк пулӑшу кӳнӗ. Ҫавӑн пекех Югославире, Анголӑра, Чечен тата Ҫурҫӗр Кавказра пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Николай Гаврилов пирки республикӑра пӗлмен ҫын та ҫук ӗнтӗ. Янкӑлч шкулӗнче вӗренсе тухнӑ паттӑр Раҫҫей Геройӗн ятне тивӗҫнипе пӗрлех пӗрремӗш класлӑ летчик - испытатель, хисеплӗ полярник шутланать. Вӑл 3 пин ытла хут тӳпене ҫӗкленнӗ. Пӗрре мар ятарлӑ операцисене хутшӑннӑ. Хӑнасем шкул картишӗнче вырнаҫтарнӑ Ми-8 вертолет умне чечексем хучӗҫ. Пулас аллейӑра ҫак кун пӗлтерӗшне палӑртса йывӑҫсем лартрӗҫ.
Пӗлӳ учрежденийӗнче Ҫарпа Ӗҫ Мухтавӗн музейӗ ӗҫлет. Унӑн ертӳҫи Татьяна Никитина хисеплӗ хӑнасем валли экскурси ирттерчӗ. Янкӑлч тӑрӑхӗнчен сахал мар паллӑ ҫын тухнӑ. Вӗсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне шкулта асрах тытаҫҫӗ. Николай Гаврилов пирки вара уйрӑм кӗтес йӗркеленӗ. Унта летчикӑн кун-ҫулне тӗплӗ сӑнланӑ. Ҫавӑн пекех музейра ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсене те хисеп тӑваҫҫӗ. Шкул ачисене ҫӗршывӑн мухтавлӑ историне тӗплӗ вӗрентеҫҫӗ. Ахальтен мар кунта кадет класӗсене уҫнӑ, "Юнармия" юхӑм аталанать, шырав клубӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпах пуль чылай вӗренекен алла аттестат илсен малашнехи ҫулне ҫар пурнӑҫӗпе ҫыхӑнтарать. Тӗл пулу ӑшшӑн иртрӗ. Паттӑрсем ытларах хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен мар, ҫӗршывӑн пӗрлӗхӗ пирки, халӑхсен туслӑхӗ, ҫак пӗрлӗхре вӑй пулни ҫинчен калаҫрӗҫ.
Леонид Петров








