Ҫӗрпӳре наци проекчӗпе хута янӑ сатик алӑкӗ уҫӑлчӗ 

Республикӑра 2 ҫулта 9 ача сачӗ тума палӑртнӑ. Вӗсенчен 7-шне хута янӑ та ӗнтӗ. Ҫак кунсенче Ҫӗрпӳ хулинче сатик уҫӑлчӗ. 

Ачасем чи лайӑххине, хӑтлине, илемлине тивӗҫ. Ҫавна шута илсе республика ертӳҫисем Ҫӗрпӳри ҫӗнӗ микрорайонта 3 хутлӑ ача сачӗ тума йышӑннӑ. Ӑна "Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хӑпартнӑ. Пурӗ 200 ытла миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Кунта 240 ача ҫӳреме пултарать. Пепкесене пур енлӗн аталанма майсем йӗркеленӗ. Бассейн пурри уйрӑмах савӑнтарать. Кунта ачасене ишме вӗрентеҫҫӗ, вӗсемпе тӗрлӗ заняти ирттереҫҫӗ. Учрежденин тӗп уйрӑмлӑхӗ - 6 уйӑхранах ачасене йышӑнни. Хальлӗхе ҫӗнӗ учреждение 30 ача ҫӳрет. Ҫывӑх вӑхӑтрах 3 хутлӑ ҫурт тулли вӑйпа ӗҫлеса кайӗ. 

Надежда Александрова, Димитрий Макаров