Кун пек хаклӑ парнене Юманай шкулӗнче вӗренекенсем тахҫантанпах кӗтнӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса виҫӗ кабинета тӗпрен юсанӑ. Ҫӗнӗлӗх физика, хими тата информатика класӗсене ҫитнӗ. Вӗсенче чӳречесене, электричество пӑралукне, ҫутӑ тытӑмне улӑштарнӑ, тӗрлӗ опыт ирттерме шыв кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне стенасене, урайне, маччана тирпейленӗ. Мӗн пур ӗҫе тума патшалӑх хыснинчен миллион та 600 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен шкулта робототехника, компьютерпа тӗрлӗ программа ҫырма хӑнӑхтаракан уроксем пулӗҫ. Унпа пӗрлех хушма кружоксем уҫӑлӗҫ. Юлашки ҫулсенче Юманай шкулӗнче вӗренекенсем Пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытнине палӑртмалла. Кунта ӑста педагогсем ӗҫленин тӳпи пысӑк. Ахальтен мар шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем халӗ ҫӗршыври паллӑ университетсенче ӑс пухаҫҫӗ.
Леонид Петров