Учитель, эколог, географ, фотограф, тӗпчевҫӗ. Ачасене кӑсӑклантарса ярас тесен педагогӑн хӑйӗн тӗрлӗ енлӗ аталанмалла. Маларах Сӑр заповедникӗнче ӗҫленӗ, халӗ биологи предметне ертсе пыракан Евгений Синичкиншӑн шкулта кӑна заняти ирттерни ҫителӗксӗр, час-часах уроксем ҫут ҫанталӑк ытамне те куҫаҫҫӗ. Пӗрре кимӗпе ҫулҫӳреве тухаҫҫӗ, тепре экспедицие каяҫҫӗ, кайӑксемпе чӗрчунсене те сӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулта ҫак проекта "Нескучные уроки в кедах" ят панӑ. Евгений Аркадьевичӑн учитель стажӗ пысӑках та мар - 10 ҫул. Анчах та ҫак хушӑра вӑл ачасемпе чылай турнира, квеста, олимпиадӑсемпе фестивальсене хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ята та пӗрре мар тивӗҫнӗ.
Алиса Александрова, Людмила Майкова, Михаил Солин