Ҫурла уйӑхӗнче пулас вӗренӳ учрежденин никӗсне пӗрремӗш кирпӗч хунӑ. Ҫурта 2022-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне туса пӗтермелле пулнӑ, анчах "Союзстройинвест" компани графикрен юлса пынӑ. Ҫавна май хула администрацийӗ унпа контракта пӑрахӑҫланӑ. Ӗҫе урӑх подрядчик - Мари республикинчи "Медведевская ПМК" производство кооперативӗ пуҫӑннӑ. Шкула вӑхӑтра туса пӗтерес тесе строительсем те икӗ сменӑпа ӗҫлеме хатӗр. Халӗ кунта ҫумӑр шывне юхтармалли канализаци тӑваҫҫӗ, шыв пӑрӑхӗсене хураҫҫӗ. Хула пухӑвӗн депутачӗсемпе ирттернӗ канашлура подрядчик пӗлӳ ҫуртне хӑпартассинче йывӑрлӑх сахал маррине палӑртрӗ.
Екатерина Фомина, Екатерина Храмкина, Виктор Степанов