Ҫӗнӗ шкул алӑкӗ уҫӑласса куҫ пек кӗтеҫҫӗ 

Ӗҫ мӗнле пынине хӑйсем курса хак пама пултарчӗҫ. Хула администрацийӗ "Садовый" микрорайонта хӑпартакан шкула ашшӗ-амӑшӗпе ачисене йыхравларӗ. Аса илтеретӗп, пӗлӳ ҫуртне "Вӗренӳ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. 

"Садовый" микрорайонти шкул Атӑл тӑрӑхӗнчи округра чи пысӑккисенчен пӗри пулать - пин те 650 ача валли. Хальхи вӑхӑт ыйтнине вӑл туллин тивӗҫтерет. Пысӑк та ҫутӑ классем, 3 спортзалӗ, бассейн, столовӑй - мӗн кирлине йӑлтах шута илнӗ. Сӗтел-пукана, ытти хатӗр-хӗтӗре иртнӗ ҫулах туянса хунӑ. Пӳлӗмсене хатӗрлесе пынӑ ҫемӗн вырнаҫтараҫҫӗ вӗсене. Вӗренӳ кӗнекисене те кӳрсе килнӗ. Халӗ кунта 250 ҫын ӗҫлет. Пӗрисем ҫурта шалтан тирпей-илем кӳреҫҫӗ, теприсем урамра тӑрӑшаҫҫӗ - тротуар сараҫҫӗ, бордюрсене вырнаҫтараҫҫӗ.

Хулан строительство управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул 80 процент хатӗр. Пӗлӳ ҫуртне ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтермелле. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев строительсен умне ҫакӑн пек тӗллев лартнӑ. 

 

Екатерина Фомина, Юрий Марков