Леонид Лялькин сӑвӑҫ, композитор, музыкант ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ачасене пур енлӗ пӗлӳ парассине мала хунӑ, ҫавӑнпа ӳнер тӗнчинче тивӗҫлӗн палӑрайман. Ҫӗнӗ ӑру унӑн хайлавӗсене тӗпчет, ырӑ ятне ҫӗклессишӗн тӑрӑшать.
Ӗмӗрне педагогӑн пархатарлӑ ӗҫне парӑнса ирттернӗ Леонид Лялькин ял ҫыннишӗн ытла та уйрӑлса тӑракан хӑйне евӗр ҫын пулнӑ. Патӑрьелти педучилищӗре вӗреннӗ чухне Геннадий Айхи ентешӗпе ҫывӑхланнӑскер, тӳсмелле мар поэзи енне туртӑннӑ, пуян чун-чӗри ӑна ӳнер тӗнчине йыхӑрнӑ. Патӑрьелти 1-мӗш шкулти 9-мӗш класра вӗренекенсем чӑваш литератури урокӗнче тивӗҫлӗ шая ҫӗкленсе ӗлкӗреймен ентешӗн пултарулӑхне тӗпчесе унӑн тӗрлӗ енлӗхӗнчен тӗлӗнеҫҫӗ. Леонид Лялькинӑн хайлавӗсене ҫӗнӗ ӗмӗрте пурӑнтарас тӗллевпе, Ольга Паймукова педагог "Тӑван ен сӑвӑҫи" тӗпчев проекчӗ хатӗрленӗ.
Леонид Лялькин виҫӗмҫул, 85 тултараспа пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна Патӑрьел шкулне Тӑрӑн, Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗсенчен вӗренме ҫӳрекен ачасем те палланӑ. Валентина Ситова артист ҫавӑн пек пултаруллӑ педагогӑн вӗренекенӗ пулнӑшӑн мӑнаҫланать.
10 ҫул ялти хора, 20 ҫул шкулти хора ертсе пынӑ Леонид Матвеевич. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор, дирижёр, музыкант баян, мандолина каланине те астӑваҫҫӗ. Вӑл кӗвӗленӗ юрӑсене Мефодий Денисовпа Тамара Чумакова юрланӑ, вӗсем Чӑвашрадио фондӗнче упранаҫҫӗ.
Ялта пурӑнакан поэт тӑван ен илемӗпе хакӗ, пурте паллакан ҫынсемпе вырӑнсем ҫинчен ҫырнӑ. 7 ҫул каялла унӑн "Савнӑ ен, тӑван ҫӗршывӑм" сӑвӑ пуххи кун ҫути курнӑ. Ҫамрӑкранпах районти "Авангард" хаҫатра, республика кӑларӑмӗсенче пичетленнӗ сӑвӑҫӑн вулакан патне ҫитмен хайлавӗсем те чылай-мӗн. Ентешӗсем вӗсемпе те ӗҫлеҫҫӗ.
Марина Карягина, Михаил Солин