Ҫӗмӗрлере вӗрентекенсен "Призвание" ятпа иртнӗ 2-мӗш уҫӑ фестивале пӗтӗмлетрӗҫ

Ӑна Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗренӗвӗн хисеплӗ ӗҫченне Татьяна Караганована халалларӗҫ. Вӑл вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ пулнӑ май, ҫӗнтерӳҫӗсене чыслассине поэзи каҫӗ евӗр йӗркелерӗҫ.

"Лира" литературӑпа музыка пӳлӗмӗнче пултарулӑх кӑмӑл-туйӑмӗ хуҫаланчӗ. Пухӑннисем хаваспах сӑн ӳкерӗнчӗҫ, кӗнеке куравӗпе паллашрӗҫ. Татьяна Караганова пурнӑҫран 2021-мӗш ҫулта уйрӑлнӑ. Нумай ҫул Ҫӗмӗрле администрацийӗн Вӗренӳ пайне ертсе пынӑ. Педагог стажӗ вара 30 ытла ҫул пулнӑ. Вӑл уйрӑмах Анна Ахматован сӑввисене кӑмӑлланӑ. Ҫавӑнпа кунта паллӑ поэтӑн портречӗсене те курма пулчӗ.

Фестивале Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав тӑрӑхӗсенчен тата Ҫӗмӗрле хулинчен 50 яхӑн вӗрентекен пуҫтарӑннӑ. Унччен маларах вӗсем тӗрлӗ ӑсталӑх конкурсӗнче тупӑшнӑ. Пурӗ 7 енпе хӑйсем мӗн пултарнине кӑтартнӑ. Тӑванкасси шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентекен Надежда Анисимова "Чӗрене ачасене паратӑп" номинацире малтисен йышӗнче пулчӗ. Якуртушкӑнь вӑтам шкулӗнче воспитани енӗпе ӗҫлекен советник Вера Ануфриева  "Навигаторы детства" номинацире ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗ.

Фестивальте сӑвӑсем, юрӑсем янӑрарӗҫ. Вӗрентекенсем ҫак кун ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнипе пӗрлех чунпа канма пултарчӗҫ

Диана Иванова, Виктор Степанов