Раҫҫей Геройӗсене 22-мӗш шкулта ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Сумлӑ хӑнасен йышӗнче пирӗн ентеш - Николай Гаврилов. Унпа пӗрле Алексей Романов, Руслан Нальгиев, Рафик Исхаков, Владимир Алимов паттӑрсем. 22-мӗш шкул шӑпах Николай Гаврилов ячӗпе хисепленет. Пӗлӳ ҫуртӗнче ӑна халалланӑ "Позывной "Маэстро" ҫар музейӗ пур. Кунта Николай Федоровичӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан экспонатсем. Раҫҫей Геройӗ Канаш тӑрӑхӗнчи Янкӑлч ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Сызраньти летчиксене хатӗрлекен ҫар авиацийӗн аслӑ училищинчен вӗренсе тухнӑ. Музея республикӑри ытти шкулсенчен те вӗренекенсем экскурсине килеҫҫӗ. Музейпа паллашнӑ хыҫҫӑн шкулти Ҫар Мухтавӗн залӗнче уяв пулчӗ - 5-мӗшпе 6-мӗш класра вӗренекенсене ҫамрӑк армеецсен ретне йышӑнчӗҫ. Ачасемшӗн ҫакӑ савӑнӑҫлӑ та пӑлхануллӑ, яланлӑхах асра юлакан пулӑм. Тӑван ҫӗршыва юратма, ҫут ҫанталӑка упрама, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулма, юлташсене пулӑшма тупа турӗҫ вӗсем. Кашнине хисеплӗ хӑнасем кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑсем пачӗҫ. "Хамӑра малашне тата яваплӑрах туйӑпӑр", - терӗҫ ачасем. Сӑмах май, тӗп хулари 22-мӗш шкулта ҫамрӑк армеецсен юхӑмӗ 11 ҫул каялла вӑй илнӗ. Ҫак вӑхӑтра ачасен вӗренӳри, спортри кӑтартӑвӗсем лайӑх енне улшӑннине палӑртрӗҫ учительсем.
Унтан шкулти акт залӗнче Паттӑрлӑх урокӗ иртрӗ. Николай Гаврилов спортра, вӗренӳре ҫитӗнӳ тунӑ вӗренекенсене ятарлӑ паллӑ парса чысларӗ. Ытти сумлӑ хӑнасем те ҫамрӑк патриотсене хӑйсен кун-ҫулӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ. Кашни вӗсенчен ҫарта тӗрлӗ йывӑр лару-тӑрура, пурнӑҫпа вилӗм хушшинче пулнӑ. Темле пулсан та парӑнман. Руслан Нальгиев - отставкӑри милици капитанӗ. 2009-мӗш ҫулта Назрань хулинче пӗрле службӑра тӑнӑ 94 ҫынна терракт тума хӑтланнӑ боевиксенчен ҫӑлса хӑварнӑ. Кӑҫал республикӑра халӑхсен туслӑхӗн Ҫулталӑкӗ пулнине халалласа Николай Гаврилов Шупашкара хӑйӗн ҫарти юлатшӗсене йыхравланӑ. Вӗсем тӗрлӗ наци ҫыннисем: ингуш, пушкӑрт, тутар. "Пире ҫӗршыва юратни пӗрлештерет", - терӗ Николай Федорович.
Ачасем Раҫҫей Геройӗсен асаилӗвӗсене, пурнӑҫра кирлӗ пулакан сӗнӳсене тимлӗ итлерӗҫ. Шкулта ҫар ҫыннисемпе час-часах тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ. Ҫакӑ ачасене тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи пулма хавхалантарать. Кӑҫал вӗренсе тухнӑ икӗ ҫамрӑк ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ профессие суйласа илнӗ.
Алена Артемкина, Виктор Степанов








