Ҫамрӑксене пур енлӗн аталанма майсем туса панӑ

Регионсен куравӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗ абитуриентсене пулас професси суйлама пулӑшрӗ.

Ку куҫса ҫӳрекен ӑслӑ техника малашне тонна ҫурӑллӑ тиев турттарма пултарӗ. Ҫамрӑк ӑсчахсен сӑмахӗпе, Раҫҫейре ҫак шухӑша сахал кам пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн усси пысӑк. Вӑл ӗҫе самай ҫӑмӑллатать. Ҫак терминала та ҫынсен пурнӑҫне меллӗрех тума ӑсталанӑ. Вӑл иртен-ҫӳрен сывлӑхне тӗрӗслет. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи робототехника лабораторийӗнче студентсем чылай кӑсӑк япала шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗсемпе куравра кашниех паллашма пултарчӗ. 

 


Вероника Павлова, Игорь Ульянов, Владимир Синдеев, Виктор Степанов