Ҫамрӑксене опытлӑ вӗрентекенсем пулӑшнипе

Тӗп хулари 65-мӗш шкулта "Педагогика дуэчӗ" конкурс иртрӗ. Кӑҫалхипе ӑна 4-мӗш хут йӗркелерӗҫ. Тупӑшӑва хутшӑнакансемпе Оксана Верликова ҫывӑхрах паллашрӗ. 

Конкурса шкулсемпе ача сачӗсенче ӗҫлекен 40 ытла педагог хутшӑнчӗ. Ушкӑнра вӗсем икшерӗн ӗҫлерӗҫ. Ҫамрӑк специалистсемпе юнашар вӗсене пулӑшса, хавхалантарса, вӗрентсе пыракан ӑста педагогсем. Пӗр-пӗрне ӑнланса, алла-аллӑн тытӑнса ӗҫлесен ҫитӗнӗвӗ те пулатех, теҫҫӗ вӗсем. 

Конкурсра вӗрентекенсен виҫӗ енпе тупӑшма тиврӗ. Чи малтан тест евӗр викторина иртрӗ, мастер-класспа пултарулӑх конкурсӗнче вара ӗҫре усӑ куракан кӑсӑклӑ мелсене кӑтартса пачӗҫ. Надежда Арсентьевапа Александра Любимова воспитательсем кӑҫалхи Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалласа хушпу хатӗрлес ӑсталӑхпа паллаштарчӗҫ. 

Педагогика тупӑшӑвне хутшӑнакансен ӑсталӑхне тӳресем пахаларӗҫ. Дуэтпа мӗнле ӗҫлеме пултарнине, ӗҫ шайне хакларӗҫ. Вӗрентекенсем хушшинче пӗрремӗш вырӑна 24-мӗш шкулти кӗҫӗн классен педагогӗсем Татьяна Шишовапа Надежда Арсентьева тухрӗҫ. 201-мӗш ача сачӗн дефектологӗсем Анастасия Дубовикпа Виктория Утюж та малтисем пулчӗҫ. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров