1985-мӗш ҫулта хута янӑ, пӗрре те тӗплӗ юсав курман ҫуртра строительсем ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Паллах, чи йывӑрринчен - киввине аркатнинчен - пуҫланӑ. Юхӑннине - тӳрлетнӗ, тӗс кайнине - сӑрланӑ. Халиччен вак-тӗвек ӗҫсемпе йӗрке тытса тӑнӑ кунта. Кӑҫал вара тахҫанах ӗмӗтленни ҫитнӗ. "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ӳнер шкулне юсама 11 миллион та 370 пин тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ӗҫлемелли самай. 40 ҫулалла ҫывхаракан ҫурт пӳлӗмӗсенче электропралукӗ те кивелнӗ, урай-маччине те ҫӗнетме вӑхӑт ҫитнӗ. Малашне кунта ҫутӑпа перекетлӗн усӑ курмалли лампӑсем лартӗҫ, сантехника ҫӗнелӗ, сусӑрсене усӑ курма меллӗ туалетсем пулӗҫ. Элли Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш искусство шкулӗнче 400 яхӑн пулас художника 11 педагог ӑс парать. Ҫуллахи кану хыҫҫӑн ачасем ҫӗнӗ вӑйпа, хавхаланупа тата илемлӗ те ҫутӑ пӳлӗмсенче пултарулӑхне малалла аталантарӗҫ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов