Ҫамрӑк корреспондентсен "Медиавзлёт" конкурсне ӗҫсем йышӑнасси малалла пырать 

Чӑваш Енре пӗрремӗш хут иртекен "Медиавзлёт" конкурса ӗҫсем йышӑнма пӑрахиччен 10 кун юлчӗ. Раҫҫей Пичет кунӗ пуҫланнӑ пултарулӑх ӑмӑртӑвне ҫамрӑк корреспондентсенчен хальлӗхе 100 ытла заявка килнӗ. Пулас журналистсемшӗн хӑш номинаци ҫывӑхрах пулнине, ҫӗнтерӳҫӗсене мӗнле парнесемпе хавхалантарассине пирӗн телерадиокомпанире иртнӗ брифингра фестивалӗн тӳрисем каласа пачӗҫ. Конкурса хутшӑнакансемпе ҫывӑхрах паллашас тесе вара эпир тӗп хулари 42-мӗш шкула ҫитсе килтӗмӗр. 

Республикӑра юнкорсем валли пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ ирттересси тахҫанах йӑлана кӗнӗ. Вун-вун ҫул каялла вӑй илнӗ ырӑ пуҫарӑва "Хыпар" издательство ҫурчӗн ҫемйинчи "Тантӑш" хаҫат тытса пырать. "Паянхи ӑста журналистсем хушшинче пирӗн слетсене хутшӑнсах ӳснӗ ачасем пурри - савӑнтаракан, хавхалантаракан кӑтарту", - тет Татьяна Вашуркина редактор. 

"Медиавзлёт" фестиваль ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи пултаруллӑ ачасене пуҫтарӗ. Крымри, Оренбургри, Мускав облаҫӗнчи, Мари Элти, Чӑваш Енри хаҫат-журнал, телекурав, радио ӗҫӗпе кӑсӑкланакансем ӑмӑртмалла тенӗ пек хӑйсен проекчӗсене ярса панӑ. 

42-мӗш шкул ачисем те "Медиавзлёт" конкурсра хӑйсем мӗн пултарнипе паллаштарас тенӗ. Чӑваш чӗлхи ку шкулта вӗренекенсемшӗн тӑванран тӑван. Шкул хаҫатне те пӗр иккӗленмесӗр чӑвашла кӑларас тенӗ. Унӑн пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курнӑранпа ҫитес уйӑхра ҫулталӑк ҫитет. Пичет кӑларӑмӗ пуҫарса ярас шухӑшӗ - чӑваш чӗлхи вӗрентекен Наталия Герасимован. Вӑлах "Шкул хыпарӗсен" тӗп редакторӗ. Хаҫат тиражӗ - 20 экземпляр. Пичетленнӗ кун вӑл самантрах классем тӑрӑх саланать. 

Конкурса "Шкул хыпарӗсен" пӗлтӗр тухнӑ 3 номерне ярса панӑ. "Пирӗн ӗҫе те тӳресем тивӗҫлипе хакласса шанатпӑр", - теҫҫӗ фестивале хутшӑнакансем. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсене вара ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗлӗпӗр. Ун чухне чи ӑнӑҫлӑ, хӑйнеевӗрлӗ ӗҫ авторӗсене пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен "Эткер" центрӗнче чыслӗҫ.

Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова, Андрей Шоклев