Атӑл тӑрӑхӗнче чи пысӑкки

Ҫӗнӗ хулари ачасем чаплӑ шкулта вӗренме пуҫлӗҫ.

Авӑн уйӑхӗнче Ҫӗнӗ хулара шкул алӑкӗ уҫӑлӗ. Пӗлӳ ҫуртне хута ярасса микрорайонта пурӑнакансем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Хальлӗхе ачасем Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкарти шкулсенче 2 сменӑпа вӗреннӗ. Ҫӗнӗ учреждени хута яни тинех ҫак кӑткӑс ыйтӑва татса пама пулӑшӗ. Ҫӗрпӳри иккӗмӗш шкулта вара пачах урӑхла ӳкерчӗк. Вӗсенчи лару-тӑрупа регион ертӳҫи кӑсӑкланчӗ. 

 

Елена Дмитриева, Татьяна Самсонова, Михаил Солин