Аслӑ пӗлӳллӗ ҫар ҫынни пулас текен ҫамрӑксене Шупашкарти Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗнче кӗтеҫҫӗ

Чир алхаснӑ пирки кӑткӑс лӑру пулнӑран тата пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗсене тытмалли тапхӑр каярах пуҫланнӑран, кӑҫал аслӑ шкулсене ҫӗнӗ йӗркепе йышӑнаҫҫӗ. Пулас кандидатсене ҫӗршывӗпех Хӳтӗлев министерствин тухса ҫӳрекен ушкӑнсем тӗрӗслеме пуҫланӑ.

Хӑйсен пурнӑҫне ҫарпа тата флотпа ҫыхӑнтарма палӑртнӑ ӗнерхи шкул ачисем кунта кашни районтан черетпе килеҫҫӗ. Вӗсем пурте ҫар комиссариачӗсенче аслӑ шкула вӗренме каяссине пӗлтернӗ, медица тӗрӗслевӗ тухнӑ. Чылайӑшӗ мӗн ачаранпах ҫӗршыв хӳтӗлевҫи пулма ӗмӗтленет, экзаменсене ӑнӑҫлӑ пама пӗр ҫул кӑна хатӗрленмен. Хӳтӗлев министерствин куҫса ҫӳрекен ушкӑнӗсем Раҫҫейри 74 регионта ӗҫлеме пуҫланӑ. Пулас кандидатсен кӑтартӑвӗсене ҫӗршыври пур ҫар шкулӗнче те шута илеҫҫӗ. Чӑваш Енри абитуриентсене Питӗрти Михайловски ҫар артиллери академийӗн вӗрентекенӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. 

 

Ирина Николаева, Владимир Синдеев