Академи вырӑнне университет

Чӑваш патшалӑх ял хуçалăх академийĕ ятне улăштарма хатӗрленет. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл аграри университечӗ пулса тӑрӗ.

Аса илтеретӗп, ку ыйтăва Республика тивĕçне вăхăтлăх туса пыракан Олег Николаев Раççей ял хуçалăх министрĕпе Дмитрий Патрушевпа Мускавра сÿтсе явнă. Ял хуҫалӑх академинче халӗ 4 пин ытла çын пĕлÿ илет, вĕсем  биотехнологипе агрономи, инженери, экономика тата ветеринарипе зоотехника факультечĕсенче вĕренеççĕ. Университет пулни вĕренÿ майĕсене анлăлатма, агропромышленноç комплексĕ валли специалистсем хатĕрлес ĕçе пахарах йĕркелеме, аслă шкул сумне ÿстерме май парĕ. 


Екатерина Фомина, Михаил Солин