Уроксене 9 ачапа 3 педагог валли йӗркеленӗ. Вӗсене "Знание" наци премине илме тивӗҫ пулнӑ, "Искусство. Основы инфографики" вӗренӳ пособийӗн авторӗ Алексей Ермолин ертсе пырать. Ачасем информацие ӑнланма, ӑна ҫӑмӑллатнӑ сӑмахсемпе сӑнарсен чӗлхине куҫарма вӗренчӗҫ. Вӗсене Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров тата Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Лидерман пулӑшса пычӗҫ.
"Смыслографика" Раҫҫейри презентацисем хатӗрлемелли пӗртен пӗр меслет. Текстсенчен ҫӑмӑллӑнах ӳкерчӗксем тума пулать. Пултаруллӑ ҫамрӑксем ҫакна тӳрех ӑнланса илчӗҫ. Уроксенче ушкӑнра мӗнле ӗҫлемеллине те вӗренчӗҫ. Ҫынсем умӗнче тухса калаҫма та хӑнӑхрӗҫ.
Ҫак уроксем - шкул ачисем валли ҫуркунне ирттерме палӑртнӑ пысӑк фестивалӗн пӗрремӗш пайӗ. Пирӗн республикӑн паха опычӗ ытти регионсене те усӑллӑ пулӗ.
Надежда Александрова, Людмила Майкова, Вадим Владимиров