Шуркасси Юнтапари шкул ҫуртне 2006-мӗш ҫулта лартнӑ, 16 ялти 138 ача пӗлӳ илет кунта. Уйӑх каялла "Шкулти вӗренӳ тытӑмне ҫӗнетмелли" федераци программипе килӗшӳллӗн вӗренӳ учрежденийӗнче тӗплӗ юсав пуҫланнӑ. Шкул сӑн-сӑпачӗ кунран кун улшӑнса пырать. Халӗ строительсем ҫурт тӑррине, электричество хатӗрӗсене улӑштараҫҫӗ, шал енчи стенасене якатаҫҫӗ, сӑрлаҫҫӗ. Хальлӗхе ачасен Вутлан шкулне ҫӳреме тивет. Хӑйсен класӗсене вӗсем ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче таврӑнмалла. Подрядчик ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлеме шантарать.
Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ялти шкулсем хуларинчен нимпе те кая пулмалла мар, - терӗ. Ҫакна Тавӑт шкулӗ хӑй тӗслӗхӗпе ҫирӗплетет. Икӗ ҫул каялла ӑна тӗпрен ҫӗнетнӗ. Учительсемпе ачасем юсав ӗҫӗпе кӑмӑллӑ. Ҫитес вӑхӑтра кунта шкул картишне те хӑтлӑх кӳмелле.
Тавӑт шкулӗ халӗ хӑнасене те хапӑлласах йышӑнать. Класс ертӳҫисен форумӗ иртрӗ кунта. Тӑватӑ муниципалитетри 120 педагог хутшӑнчӗ ҫак ӗҫ-пуҫа. Ачасене патриотла воспитани парассине, пултарулӑхне аталантарассине сӳтсе яврӗҫ вӗсем. Ӑсталӑх сехечӗ те ирттерчӗҫ. 6-мӗш класра вӗренекенсем ҫӑлтӑр хурӑмлӑ брелок ӑсталарӗҫ. Ҫак сувенирсене ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене парнелесшӗн.
Элӗк тӑрӑхӗнче пулнӑ май Алла Салаева Ӳнер шкулӗнче юсав ӗҫӗсем епле пынипе те паллашрӗ. Ҫурта "Культура" наци проекчӗ пулӑшнипе юсаҫҫӗ. Ҫакна валли бюджетран 65 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Хушма пӗлӳ илме ачасем 1998-мӗш ҫултанпа районти культура ҫуртне ҫӳреҫҫӗ.
Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗ вӗренекенсене ҫитес ҫул йышӑнма хатӗр пулӗ. Графикпе килӗшӳллӗн подрядчик ӗҫе утӑ уйӑхӗнче вӗҫлемелле.
Екатерина Фомина, Михаил Нагоркин, Виктор Степанов