Ачасене хӑрушсӑрлӑх енӗпе вӗрентекенсен пӗлӗвне ӳстереҫҫӗ

Ку вӗренӳ ҫулӗнчен шкулсенче ОБЖ вырӑнне "Хӑрушсӑрлӑх тата Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессин никӗсӗ" ҫӗнӗ предмет кӗртнӗ. Ҫавна май вӗрентекенсем те пӗлӗвне ӳстереҫҫӗ. Ку енӗпе вӗсене ҫарпа спорт тата ҫамрӑксене патриотла воспитани памалли "ВОИН" центрӑн филиалӗнчи инструкторсем пулӑшаҫҫӗ.

Вӗренӳ курсне Совет Союзӗн Геройӗ Александр Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗнче йӗркеленӗ. Хальхинче вӗрентекенсен 2-мӗш ушкӑнӗ - пурӗ 70 ытла ҫын практика хӑнӑхӑвне алла илчӗ. Вӗсем минӑсем тупма, автомата салатса пуҫтарма, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама, пилотсӑр вӗҫев хатӗрӗпе усӑ курма хӑнӑхрӗҫ тата ытти те. 

Кунта туптанӑ пӗлӗве вӗрентекенсен ачасене алла илме пулӑшмалла. Ҫӗнӗ предметра теорипе пӗрле практика пайӗ те пысӑк вырӑн йышӑнать. Ҫакна учительсем те аван ӑнланаҫҫӗ. 

Пурӗ вара ҫулталӑк вӗҫлениччен "Воин" центрта республикӑри 9 пин учителе вӗрентсе кӑларма палӑртаҫҫӗ. Вӗренӳ 3 куна пырать. Юлашкинчен учительсем пухнӑ пӗлӗве пӗтӗмлетсе тест ыйтӑвӗсене хуравлаҫҫӗ тата ятарлӑ документа тивӗҫеҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Андрей Шоклев, Павел Иритков