Ачасене асамлӑх тӗнчине илӗртрӗҫ

Республикӑри профессиллӗ театрсенчи артистсем шкул ачисемпе тӗл пулусем ирттереҫҫӗ. Ҫапла вӗсем ҫамрӑксене культура пурнӑҫне явӑҫтараҫҫӗ, асамлӑ сцена тӗнчине илӗртеҫҫӗ. Ҫак кунсенче пултарулӑх ушкӑнӗ Вӑрмарти Герман Егоров ячӗлле шкулта пулчӗ.

Республикӑри театр ӗҫченӗсен союзӗ шкулсенче тӑтӑшах ӑсталӑх урокӗсем ирттерет. Артист ӗҫӗ кӑткӑс. Ку е вӑл роле калӑпланӑ чухне сасса улӑштарма, илемлӗ хускалма пӗлмелле. Тӗл пулура артистсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, вӑйӑсем, викторинӑсем ирттерчӗҫ. Хӑш артиста пӗлетӗр тесе ыйтсан, вӗренекенсем тӳрех хӑйсен ентешне, Пысӑк Енккассинче ҫуралса ӳснӗ Чӑваш тата Раҫҫей халӑх артистне Нина Яковлевана аса илчӗҫ. Республикӑра 6 профессиллӗ театр. Ачасемпе тӗл пулӑва кашни учрежденири сцена ӑстисем килнӗ. 

 

Алена Артемкина, Зоя Яковлева