Ачасен юратӑвне те, пӗрле ӗҫлекенсен хисепне те ҫӗнсе илнӗ

Республикӑри шкулсенче паянхи кун 10 пин ытла педагог тӑрӑшать. 17 ҫурӑ проценчӗ - 35 ҫула ҫитмен специалистсем. Ҫамрӑксене вӗрентӳ ӗҫне явӑҫтарассине Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Хуракасси ялӗнчи шкулта та тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Анна Енцова аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑха таврӑннӑшӑн кунта тем пекех хӗпӗртенӗ. 

Анна Васильевна учитель профессийӗ пирки мӗн ачаран ӗмӗтленнӗ. Хими предметне вӗрентекен вара уншӑн тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн малалла ӑҫта каясси пирки ыйту тӑман. Анна Чӑваш патшалӑх педагогика университетне ҫул тытнӑ. Диплом илсен тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. 

Анна Енцова 8 ҫул шкулта тӑрӑшать. Тӗрлӗ шайри конкурссене хутшӑнса ӑсталӑхне ӳстерет. Ҫитӗнӳ те сахал мар. 

Шкул пӗтерекенсенчен чылайӑшӗ хими тата биологи предмечӗсемпе экзамен тытать. Хӑйсен пурнӑҫне ҫак енӗпе ҫыхӑнтаракан та сахал мар. Хусан, Мускав хулисенчи аслӑ шкулсене вӗренме кӗрекенсем те пур. Ҫакӑнта, паллах, вӗрентекен тӳпи пысӑк. 

Анна Васильевна лабораторипе практика ӗҫӗсене тимлӗх ытларах уйӑрать. Ку енӗпе шкулта "Точка роста" проектпа килӗшӳллӗн туяннӑ хатӗрсем самай пулӑшу кӳреҫҫӗ. 

Ҫамрӑксем пулсан ял та аталанать. Ҫакна Анна Васильевна лайӑх ӑнланать. Ҫавна май яла пурӑнма юлнӑшӑн тата хӑйӗн пурнӑҫне вӗрентекен профессийӗпе ҫыхӑнтарнӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмест. 

 


Оксана Верликова, Александр Никифоров