Ҫул ҫитмен ачасен шанӑҫне кӗме, илӗртсе улталама ҫав тери ансат. Тепӗр ҫын аллипе кӑвар туртакансем ҫакӑнпа усӑ курса вӗсене социаллӑ тытӑм урлӑ е урӑх меслетпе ҫыхӑнӑва тухса усал ӗҫе явӑҫтарма хӑтланаҫҫӗ. Малтан ҫемҫен калаҫса, унтан хӑратса та тӗрӗс ҫулран пӑраҫҫӗ. Ҫитӗнекен ӑрӑва ашшӗ-амӑш тӗрӗслесе тӑнинчен ытла тимлени, ҫирӗпленсе ҫитмен ӑс-тӑна тӗрӗс витӗм кӳни кирлӗ. Тӗлпулури педагог-психологсем палӑртнӑ тӑрӑх, аслисем мӗн тума юраманнине, сиенлине ачисем патне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ, анчах ывӑл-хӗрӗн шалта мӗн пулса иртнипе кӑсӑкланма манаҫҫӗ. Вара ача ыйту хуравӗсене интернет уҫлӑхӗнче шырама пуҫлать. Ҫавна май сатикри воспитальсен ӗҫӗ те йывӑрланать. Ашшӗ-амӑшне тӗпренчӗкӗпе психолог патне ҫитсе килме сӗнни кӳренӳпе вӗҫленет.
Ҫавӑн пекех канашлура шкулти кибердружинӑсем йӗркелессине, психологи тата социаллӑ йывӑрлӑха лекнӗ ачасене тӗллевлӗн пулӑшассине сӳтсе яврӗҫ.
Алиса Александрова, Павел Иритков